Ӗнер, утӑн 8-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче пушар тухнӑ пулнӑ. «Хӗрле автан» сӑлтавӗ вара — аслатие пула хыпса илнӗ электричество пралукӗ. Ҫулсерен упранса пыракан йӑлана — аслати вӑхӑтӗнче электричествӑпа ҫыхӑннӑ техникӑпа усӑ курма юраманни — 58 ҫулхи кил хуҫи хальхинче пӑхӑнас мар тенӗ, ҫакна пула асӑннӑ пӑтӑрмаха лекнӗ ӗнтӗ.
Пушар тухнӑ ҫӗре вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем килнӗ, вӗсем ҫулӑма начасах сӳнтернӗ. Анчах ку синкерлӗ пулӑм ват ҫынна шырлӑх кӳме ӗлкернӗ. Ҫулӑм айӗнче телевизор, электричество счетчикӗ тата пӳртӗн шал енчи пайӗ пӗтнӗ. Шырлӑхӑн пӗтӗмӗшле суммине 50 пин тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Инкекре аманнисем пурри ҫинчен пӗлтермеҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи ярмушкасем ял уявне пухӑнни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра кун пек уявсене унта та кунта та ирттереҫҫӗ те, асӑннӑ районти аҫӑмҫырмисем те Ял кунне пуҫтарӑннӑ. Унта ялӑн хастарӗсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӗртессипе ҫине тӑнисене чысланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Горбунов вара ку тӑрӑхрисене район энциклопедине темиҫе штуках парнеленӗ.
Уява пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарма Вӑрнартан «Тивлет» ансамбль пырса ҫитнӗ. Чӑрӑшкас Хирлепри «Хӗлхем» ансамбль те халӑха савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Кунсӑр пуҫне тӑван ялсене ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ Клара Осокина та саламлама ҫитнӗ. Вӑл ертсе пыракан «Туслӑх» ансамбль Аҫӑм Ҫырма гимнне шӑрантарса панӑ. Ҫак мухтав юррине Валерий Смирнов (Вадим атте) ҫырнӑ иккен.
«Епле уяв шӳрпесӗр ирттӗр?» — теҫҫӗ аҫӑмҫырмасем. Тӑван халӑхӑмӑрӑн наци ҫимӗҫӗ шутланакан ҫак апата икӗ Валентина Иванова — пӗри Николаевна, тепри — Петровна тата Маргарита Герасимова хатӗрленӗ.
Иртнӗ шӑматкун, утӑн 6–мӗшӗнче, Ярмушка ял тӑрахӗнче ял поселенийӗн уявӗ пулчӗ. Тӗплӗн хатӗрленчӗҫ ярмушкасем уява: лапамри курӑка ҫулса пуҫтарчӗҫ, хӑрнӑ йывӑҫсене касса, ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тирпейлерӗҫ. Ял ҫумӗнчи лапамра артистсене кӗтсе сцена, куракансене ларма саксем ӑсталарӗҫ. Спорт вӑййисене ирттеме ятарлӑ вырӑнсем те хатӗр. Тӗрлӗ тӗслӗ вӗлкӗшекен ялавсем, илемлӗ сӑнӳкерчӗксем, алӗҫ куравӗсем, тавралӑха сӑнланӑ ӳкерчӗксемпе сӑвӑланӑ хайлавсем — пурте хӑйсен тивӗҫлӗ вырӑнӗсене тупрӗҫ.
Аякран килнӗ хӑнасем, ял-халӑхӗ йышлӑ пуҫтарӑнчӗ уява. Кӳршӗ ялсенчен те ҫитрӗҫ.
Ял уявне вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Алексей Петров уҫрӗ. Уявпа саламласа район администрацин пуҫлӑхӗ Леонид Николаев ӑшӑ сӑмахсем каларӗ. Ҫавӑн пекех уява хутшӑнакансем ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.
Сӑнсем (148)
Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче питӗ те хастар халӑх пурӑнать теме юрать. Ҫапла пӗтӗмлетме вырӑнти ял тӑрӑхӗ хыпарлани тӑрӑх май килет.
Нумаях пулмасть ял ҫыннисем пӗр шухӑшлӑ пулса асӑнӑн ялти Культура ҫурчӗпе юнашар вырнаҫнӑ пӗве ҫинчи пӗчӗк кӗпере юсама тухнӑ. Унта тӑрса ял халӑхӗ кӗпе чӳхет иккен. Нимене кам хӑма, кам пӑчӑкӑ, кам пӑта йӑтса пынӑ. Валерий тата Любовь Федоровсем, Ирина Варламовӑпа унӑн ывӑлӗ Александр, Николайпа Ирина Алексеевсем, Лидия Кузнецова, Лидия Михайлова, Антонина Петрова ирех ӗҫе кӳлӗннӗ. Пӗр-ик сехет хушшинче палӑртнине вӗҫлеме те ӗлкӗрнӗ.
Сӑнсем (15)
Патшалӑх регистрацийӗ, кадастрӗ тата картографийӗ енӗпе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «дача амнистийӗпе» усӑ куракансен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. «Амнисти» тени дача ҫурчӗсене, ҫӗр участокӗсене, уйрӑм ҫурт-йӗре тата гаражсене ҫӑмӑллатнӑ майпа шута илме май панине пӗлтерет. 2009 ҫулта ку меслетпе усӑ куракансем йышлӑ пулнӑ иккен-ха — ун чух 38 пин обьекта регистрациленӗ. Пӗлтӗр вара — 18 пин, кӑҫал — 6 пин ытларах кӑна.
Куҫман пурлӑха ҫӑмӑллатнӑ меслетпе Канаш (кӑҫал кӑна унта 736 объекта шута илтерттернӗ), Куславкка (625), Сӗнтӗрвӑрри (549), Вӑрнар (480), Тӑвай (385) районӗсенче пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ. Шӑмӑршӑ, Хӗрлӗ Чутайсем, Шупашкар, Пӑрачкав тата Муркаш районӗсенче аплах мар иккен. «Дача амнистийӗпе» ҫыхӑннӑ ыйтусене маларах асӑннӑ управленин районсенчи пайӗсенче тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
УТӐ | 02 |
Халӗ ҫынсем килсерен тенӗ пек машинӑллӑ пулса кайрӗҫ. Лайӑх ӗнтӗ. Меллӗ. Анчах хуласенче вӗсене лартма вырӑн хӗсӗкки аптӑратать. Ҫавна пула машинӑсем пӗр-пӗрин тата ҫуран ҫӳрекенсен ҫулне пӳлсе хурасси те пулать.
Акӑ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Шупашкарти пӗр картишӗнче хӑйӗн автомобильне лартса хунӑ та ӑна пула тепӗр урапа иртсе каяймасӑр аптӑранӑ. Ҫавна пула арҫынсен хушшинче тавлашу та сиксе тухнӑ. Сӑмахпа кӑшкӑрашнипех лӑпланман-ха вӗсем, хирӗҫ-тӑру алӑ ҫӗклесси патнех ҫитнӗ. Тӗрӗсрех, ҫӗҫӗ туртса кӑларасси патне. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, депутат вӗлерессипе хӑратнӑ, унтан ҫӗҫӗпе хӑмсарнӑ кӑна мар, унпа лешӗн аллинчен тирнӗ, кайран урипе хысаран тапса панӑ имӗш. Ҫапла хӑтланса вӑл Шупашкар ҫыннин сывлӑхне йывӑр суранлатнӑ иккен.
Халӗ кӑра депутат тӗлӗшпе виҫӗ статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ: вӗлерессипе хӑратнӑшӑн, хӗненӗшӗн, сывлӑха ятарласа пысӑк сиен кӳнӗшӗн.
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫемьепе спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнни вӑрттӑнлӑх та, тӗлӗнтермӗш те мар. Ҫынсене спорта туслӑ пулма чӗнсе каланӑ май сӑмаха вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫирӗплетет.
Акӑ, иртнӗ шӑматкун Игнатьевсем каллех спорт тумне тӑхӑннӑ. Хальхинче вӗсем Сочи хулинче ҫитес ҫул иртекен Хӗллехи XXII Олимп вӑййисене халалласа йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри Олимп кунне тата Чӑваш Енре хӑвӑрт утассине пуҫарнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ велочупӑва хутшӑннӑ. Старта республика Элтеперӗ мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе тухнӑ.
Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара, Чӑваш Ене тӗнчере чапа кӑларнӑ спортсменсем — СССР спорт мастерӗ, 1976 ҫулта хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййине хутшӑннӑ Виктор Семенов, Валентина Егорова Олимп чемпионки, хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййинче палӑрнӑ Владимир Андреев, тӗнче тата Европа чемпионӗ Алина Иванова хутшӑннӑ.
Старта ӑнӑҫлӑ вӗҫленисене Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн президенчӗ Жак Рогге алӑ пуснӑ дипломпа чысланӑ. Атӑл заливӗ тавралли велочупусӑр пуҫне урамри баскетбол, ҫӑмӑл атлетика тата утассипе ӑмӑртусем иртнӗ.
Вӑрнар районӗнче ҫак ятпа ҫӗртмен 26-мӗшӗнче хӑйне майлӑ проект пуҫарса янӑ. Ун пек шухӑш патне Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Екатерина Лукина пырса ҫитнӗ.
Проекта хутшӑнакансем пурӗ 15 маршрут хатӗрленӗ. Ун вӑхӑтӗнче ача-пӑча ӳнер шкулӗнче халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче ӑс пухакан Андриан Петров. Мария Григорьева, Екатерина Лукина тата Евгений Михайлов районти кашни яла ҫитме ӗмӗтленеҫҫӗ. Вӗсем В.А. Михайлов ӑсталанӑ чӑваш халӑх инструменчӗсемпе каласа куракансене савӑнтарӗҫ.
Проекта пурнӑҫа кӗртме саппасри пограничник, хальхи вӑхӑтра вара усламҫӑра тӑрӑшакан Юрий Вазянга пулӑшать иккен.
Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче курни-илтнине Екатерина ятарлӑ дневника ҫырса пырать-мӗн.
Сӑнсем (17)
Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, республикӑра та Олимп кунне уявлаҫҫӗ. Спорт уявне халаласа республика районӗсенче тӗрлӗрен мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Вӑрнар районӗ те хӑйӗн ҫыннисене сывлӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пропагандӑлать. Ҫавӑнпа та паян Вӑрнарти «Химик» стадионта 10:00 сехетре Олимп кунне уявлама пухӑнаҫҫӗ.
Ҫак кун валли районта ятарлӑ программа та хатӗрленӗ пулнӑ. Унта ҫак спорт тӗсӗсене кӗртнӗ: мини-футбол (арҫын командисем хушшинче, 8 ҫын), пляж волейболӗ (арҫынсемпе хӗрарӑмсен командисем хушшинче), стрит-бол (арҫынсен командисем хушшинче), дартс (кӑмӑл тӑвакансем).
Вӑрамар районӗнче Олим кунне йӗркелекенсем спорт кунӗ сывлӑхлӑ, тулли кӑмӑлпа, тухӑҫлӑ иртессе шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ. | ||
| Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |